Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ.
Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле.
Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Ростелеком» компани хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Акцие компани Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май пуҫарнӑ. Ҫӑмӑллӑх паянтан тытӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе вӑрҫӑ инваличӗсене ҫак вӑхӑтра стационар тата карас телефонӗ ҫине шӑнкӑравлама 100 тӳлевсӗр минут уйӑрса парӗҫ. Пулӑшупа усӑ курас тесен килти телефонпа усӑ курма май пур е — телеграмма йышӑнакан пунктсем урлӑ.
Ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-800-100-0-800 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать.
Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов.
Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан.
.RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ.
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ.
Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Пирӗн сӑмах» хаҫата паянтан ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Унпа Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — хула тата общество инфраструктурин аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Кучук паллаштарнӑ. Райхаҫат редакторне Игорь Львович Васильева лартнӑ.
Район хаҫатӗнче Игорь Васильев 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Малтан ял хуҫалӑх пайӗн корреспонденчӗ пулнӑ, 1993-2001 ҫулсенче — социаллӑ политика пайӗн заведующийӗ, 2002-2013 ҫулсенче — версткӑпа дизайн пайӗн редакторӗ, 2013 ҫултанпа — экономика тата социаллӑ политика пурнӑҫ пайӗн редакторӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна хаҫат редакторӗн тивӗҫне шанса панӑ.
Паян Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне лартнӑ. Портфеле Александр Иванова тыттарнӑ. Ҫапла-ҫапла, унччен республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци политикин министерствине ертсе пынӑ Александр Степановича.
Александр Иванова Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн паянхи хушӑвӗпе пӗр ӗҫрен хӑтарса тепӗр ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче эпир Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систернине хыпарланӑччӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара, аса илтерер, Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑччӗ. Унта ҫырнине ӗненсен, ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев тенӗччӗ.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет.
Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ.
Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ.
Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ, паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Укҫана тыттариччен хайлавсене ятарлӑ конкурс хаклӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ ертсе пырӗ.
Ачасем валли чӑвашла ҫырнине тӗрлӗ суммӑпа хавхалантарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене 75-шер пин тенкӗ уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Конкурса, тӳрех палӑртар, автор уйрӑммӑн та, авторсен ушкӑнӗ те хутшӑнма пултарать.
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ Сурхури уявне кашни ҫулах «Ҫӑлкуҫ» кафере ирттернине, кӑҫал та ку йӑларан пӑрӑнманнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Православи тӗнне ӗненекенсем Сурхури тӗлӗнче чиркӗве каяҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫисем те, регионсен пуҫлӑхӗсем те, пуянсемпе чухӑнсем те ҫавӑн чух унта ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ Пукрав-Татиана чиркӗвӗнче ыран, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирпе иртекен кӗлле тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Трансляци 8 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чиркӗве Чӑваш Ен ертӳҫисем те ҫитме пултарӗҫ. Трансляци пирки хыпарланинче ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви хыпарланӑ, анчах тӳре-шараран кам хутшӑнассине шарламан.
Усал сӑмахлӑ ҫӑхавсене Чӑваш Енре малашне хуравласшӑн мар. Республикӑн Информаци политикин министерстви должноҫри ҫынсен тыткаларӑшне тата йышӑнӑвне судччен (суд тулашӗнче) татса парас йӗркене хатӗрленӗ.
Официаллӑ термина ансатласа каласан сӑмах ҫӑхавсене пырса тивнине пӗлтерет. Шалӑпра усал сӑмахпа усӑ курсан, тӳре-шарана хӑратса ҫырсан тата темиҫе хут та хуравланӑ ыйтусене хускатсан ун пек элеке пӑхса тухмасан та юрӗ.
Административлӑ регламента улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ проектне маларах эпир асӑннӑ министерство хатӗрленине REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Ҫӑхава йӗркерен тухса кайса шӑрҫаламан пулсан тӳре-шара хуравлӗ. Анчах, тепӗр хут палӑртар, хальлӗхе ку вӑл проект кӑна-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |